Аслă Чементи вăтам шкулта «Самрăксем сывă пурнаç йĕркишĕн» акцие хутшăнса аслă классем хушшинче спорт уявĕ йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ-ачасене хăйсен слортри пысăк çитĕнĕвне хак парса тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума хăнăхтарасси, пурнăçра физкультурăпа спортăн пĕлтерĕшне ăнлантарасси. Çавăнпа та зала пуçтарăннă ачасемпе чăн малтанах физкультура учителĕ ырă тĕслĕх вырăнне хурса паллă спортсменсен ячĕсене асаннă, вĕсенчен тĕслĕх илмеллине каланă.
«Спорт вăл пурнăçра вăй та, сывлăх та, дисциплина та, кану та» - çак шухăшпа пĕтĕмлетнĕ мероприятие.