Ăс-тăн вăййи

      4-мĕш урок хыççăн  апрелĕн виççĕмĕшĕнче Аслã Чементи вãтам шкулта  1 – мĕш класра "Ăс-тăн вăййи" иртрĕ. Ку вãл  ИКТ-па усă курса ирттернĕ мероприяти пулчĕ. Тăван чĕлхене халалланă мероприятие Ананьева Алина Ивановна ирттерчĕ.  Класс икĕ ушкãна уйрãлчĕ.  Алина Ивановна ачасене И.Я.Яковлев çинчен те, чăваш çырулăхĕ пирки те кĕскен каласа пачĕ.Унтан илтнине çирĕплетме кĕске кăна тест тутарчĕ. Çак тест хуравĕсене  икĕ ушкãн та тĕрĕс хуравларĕ.. Хыççăн ачасем тупăшмалла чăваш тĕррисене ӳкерчĕç, чи маттурисен тĕррисем вара хăйсен ушкăнĕсене çăлтăр çĕнсе илме пулăшрĕç. Унтан ваттисен сăмахĕсен вĕçне тупма тиврĕ. Ку ĕçре те ачасем пултарни курăнчĕ. Ваттисен сăмахĕсене пĕлеççĕ кăна мар, вăл мĕне ăнлантарнине те калама пултараççĕ.

Пĕр урок хушшинче тем тума та ĕлкĕрчĕç пĕрремĕшсем. Хăйсем тăван чĕлхене юратнине те, тавра курăм пысăккине те кăтартма пултарчĕç. Чи тĕлĕнмелли - икĕ ушкãнãн  та çăлтăрсен хисепĕ пĕр пек пулни. 1-мĕшсен те, 2-мĕшсен те 16-шар çăлтăр. Çапла майпа  туслăх çĕнтерчĕ теме пулать.