«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци

2013 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165, Н.В. Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат тата Чăваш наци радиовĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттерчĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Задачисем:

чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Диктант текстне чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хатĕрленĕ.

Çак акцие Аслă Чементи пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ паракан шкулта вӗренекен 35 ача тата 4 учитель хутшăнчӗç. Çавăн пекех çак шкулта нумай çул хушши библиотекарьте ӗçлесе тивӗçлӗ канăва кайнă Л.К.Медведева та хутшăнчӗ.