Чăваш патшалăх симвăлĕсем

Ака уйăхĕн 29- мĕшĕнче пирĕн юратнă республика чăваш патшалăх симвăлĕсен куне паллă тăвать. Çав куна халалласа Аслă Чементи вăтам шкулта  6 – мĕш класс вĕренекенĕсем тăван ен культури урокĕнче патшалăх символĕсемпе паллашрĕç.  Ачасем малтан Чăваш  Республики çинчен презентации пăхрĕç. Малалла  Ананьева А. И. ачасене патшалăх симвăлĕсен историйĕпе, положенийĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вĕренекенсене символика эскизĕсене кăтартса вĕсен авторĕ çинчен каласа пачĕ. Калаçу гимн итленипе вĕçленчĕ. Юлашкинчен ачасем хăйсем шутласа тăван ялăн гербне ÿкерчĕç.