Илемлě вулакансен «Анлăн янăра, чăваш чěлхи» конкурсӗ

        Ака уйăхěн 24-мěшěнче чăваш чěлхи эрнинче Аслă Чемен вăтам шкулěнче  «Анлăн янăра, чăваш чěлхи» илемлě сăвă вулакансен конкурсě иртрě. Ăмăртăва 3-11 – мěш класс  ачисем хутшăнчěς. Кашниех хăйсем вали чăваш чĕлхине мухтакан сăвăсем суйласа илнĕ. Ачасем конкурса тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пурин те çĕнтерÿçĕсен шутне кĕрес шухăш пурри сисĕнет. Ачасем хăйсене сцена ςинче тытма та, сăвă содержанийěне тěрěс интонаципе палăртма та пěлеςςě. Самделова Мария сăвă вулани вара пурне те тыткăна илчĕ. «Тупа» сăвва вăл пěтěм чун хавалěпе вуласа пачě. Чăн-чăн артист! мăртура ςак ачасем ςěнтерÿςěсемпулчěς:   Ананьева Ангелина (4 кл.), Фролова Карина ( 5 кл.), Самделова Мария (11 кл.) - 1-мĕш вырăн, Дубинина Ирина (4кл.), Матросова Диана (5 кл.), Семёнова Анастасия (5 кл.) -2 –мĕш вырăн, Романова Людмила (4 кл.), Митрофанова Виктория (7 кл. ), Миронская Татьяна (3 кл.) – 3 мĕш вырăн. Вěрентекенсем вěсене грамотăсем парса чысларěς. Пурте кăмăллă юлчĕς. Эпир вĕсене саламлатпăр, малалла та ăнăçусем сунатпăр!