Пысăк çĕр чăвашсăр пĕчĕк

 Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Аслă Чемен вăтам шкулěнче чăваш чĕлхи куне халалланă «Пысăк çĕр чăвашсăр пĕчĕк» уяв иртрĕ. Çак уява ачасем тахçанах хатĕрленме пуçланă: сăвăсем, юрăсем, ташăсем вĕреннĕ. Уява  1, 3, 4, 5 – мěш класс ачисем хутшăнчĕç. Ачасем пурте чăваш кĕписем тăхăннă. Уява 5- мĕш класра вĕренекенсем «Илемлĕ, илемлĕ» юрăпа пуçларĕç. Сцена çинче ачасем пĕрин хыççăн тепри чăваш халăхне çутта кăлараканăн пурнăçĕпе ĕçĕ –хĕлĕ çинчен каласа пчĕç, унăн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç, сăвăсем вуларĕç, куракансене юрă-ташăсемпе савăнтарчĕç.  4-мĕш класра вĕренекен Ананьева Ангелина вара  «Чăваш ачи»  юрă шăрантарчĕ. Куракансемшĕн концерт чăн-чăн чун киленĕвĕ пулчĕ. Çакăн пек уявсем шкулта ирттерни чăваш чĕлхине,  чăваш çĕрне юратма, хисеплеме вĕрентет.  Эпир уншăн мухтанма тивĕç.