Ыр кăмăллăх сехечĕ

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Аслă Чементи вăтам шкулта 9 класра вĕренекенсемпе «Ыр кăмăллăх сехечĕ» иртрĕ. Тĕллевĕ  ыррине усалтан уйăрма вĕрентесси, ыр кăмăллă пулма, пĕр-пĕрне ырă сунма хăнăхтарасси пулчĕ.

 Мĕн вăл ыр кăмăллăх? Ҫак ыйту тавра калаçрĕç тăххăрмĕшсем. Класс ертÿçи хатĕрленĕ презентаципе паллашрĕç. «Ырã, кãмãллã сунãм ыттисене хãйẽн чун  ãшшине параканра чылайччен упранать. Чãн-чãн ыр кãмãллãх ху хутшãнакан çынсенче лайãххине курнинче палãрать», - тесе пĕтĕмлетрĕç калаçăва.