Ҫамрăк сăвăçсем.

Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 5 класра вĕренекенсем литература кружокне кăмăлласа çÿреççĕ. Кружокра чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ вĕсене тăван чĕлхемĕре юратма, сăмах илемне туйма вĕрентет. Иртнĕ занятире, авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ачасем çывхарса килекен учительсен кунĕ тĕлне сăвă çырчĕç. Сăввисене хамăр район хаçатне ярса пама тĕв турĕç. Хаçатра пичетленсе тухнă сăвăсем юратнă вĕрентекенĕсемшĕн парне пуласса шанаççĕ.