Аслă Чемен вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни пынă май ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 10 класра Алевтина Дмитриевнăн «Таврăнтăм, анне» хайлавĕ тăрăх килти вулав урокĕ иртрĕ. Урок тĕллевĕ илемлĕ литературăри çĕнĕ хайлавсем тăрăх вĕренекенсен патриотизм туйăмне аталантарасси пулчĕ. Калав пурин чунне те хускатрĕ. Чечня вăрçинче тыткăна лекнĕ салтакăн ашшĕ-амăшĕн чун ыратăвне çырса кăтартнă вырăнсене вуланă чухне пĕри те куççульленмесĕр чăтаймарĕç. Калава пĕтĕмлетнĕ май вĕренекенсем яланах таса та тỹрĕ чунлă, çĕр-шыва чыслăн хỹтĕлеме хатĕр пулнине пĕлтерчĕç. Малашне те чăваш литературинче кăсăклă та тарăн шухăшлă хайлавсем çураласса шанса тăратпăр.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Большечеменевская средняя общеобразовательная школа» Батыревского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих