Аслă Чемен вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни пынă май ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Турханпа Чемен шкулĕсен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн шайĕнче уçă уроксем иртрĕç.
Селиверстрова Э. И. 11 класс вĕренекенĕсемпе «Вăрçă ахрăмĕ сỹнтернĕ ĕмĕтсем» темăпа пĕтĕмлетỹ урокĕ ирттерчĕ. Ю. Скворцовăн «Уках хурăнĕ», В. Куликăн «Безлюдное место» хайлавĕсем, истории докуменчĕсем, хаçатри статьясем тăрăх ĕçлерĕç. Самана кукри-макри çыннăн шăпине татни, вăрçă вăхăтĕнчи тылри йывăр ĕçсем Çĕнтерĕве çывхартма пулăшни, вăрçă суранĕсем нумай çул хушши пирчеменни тата ытти пирки те калаçрĕç. Урока пĕтĕмлетсе паракан видеоролик вăрçă асапĕсене тепĕр хут куç умне кăларса пурин чунне те хускатрĕ, куççульлентерчĕ.
Сергеева А. Л. 7 класра тăван ен культури урокĕнче «Салтака кайни» темăна çутатса пачĕ. Ачасем сценка евĕр йĕркелесе салтака каяс йăла çинчен, кашни истри тапхăрĕнче мĕнле йĕрке пулни çинчен питĕ тĕплĕ те уçăмлă каласа пачĕç. Унсăр пуçне çак йăлана çутатса паракан видеофильм та пăхрĕç. Ачасемшĕн ку урăк кăсăклă иртни куçкĕретех.
Басова Л. Н. улттăмĕшсемпе «Çăкăр – пурнăç тыткăчи» темăна вĕренчĕç. Урокра презентации тăрăх таĕçлерĕç, А. Воробьевăн «Çăкăр» сăввине анлăн тишкерчĕç, илемлĕх мелĕсене тупса палăртрĕç, ваттисен сăмахĕсемпе усă курса тĕрĕс пĕтĕмлетỹсем турĕç.