Халăхсен туслăхĕ

     Пирĕн  Патăрьел тăрăхĕнче  тĕрлĕ  халăх  пурăнать:  чăвашсем, тутарсем, вырăссем, ирçесем. Кашни халăхăн хăйĕн йăли-йĕрки,  юмах-халапĕ, юрри-кĕвви пур. Вĕсем  пурте  хăйсен  чĕлхипе калаçаççĕ, хăйсен йăли-йĕркине тытса пыраççĕ.    Апла пулин те вĕсем кунта яланах пĕр туслă çемьери пек пуранаççĕ.

    Халăхсен  туслăхне  çирĕплетес  тĕллевпе  Аслă Чемен   шкулӗнче Халăхсен туслăхĕ  эрнелĕх  пырать. 

 Çак эрнелĕхе халалласа шкулта вĕрентекенсем класс сехечĕсем  ирттереççĕ. Истори,вырăс  литературипе  чăваш  литератури,  чăваш чĕлхипе акăлчан чĕлхине вĕрентекенсем  çак темăпа уроксем  ирттереççĕ. Акă чаваш чĕлхине вĕрентекен Селиверстрова Эльвира Ильинична 5-мӗш класс ачисемпе «Эпир туслă çемьере пурăнатпăр»  урок ирттерчĕ. Урокра   ачасем чăваш, вырăс, тутар халăхĕн юмахĕсемпе паллашрĕç, çак халăхсен юррисене итлерĕç.

             Басова Л.Н.  та 9, 10-мӗш классенче  ачасене  тутар, узбек, чăваш, венгр халăхĕсен  ваттисен  сăмахĕсемпе  паллаштарчĕ.  Чăваш халăхĕ ытти халăхсемпе яланах туслă  хутшăнура  пурăннă  пирки  каларĕ. Çакăн пек  ĕçсем  туса ирттерни çамрăксене пĕр-пĕрне хисеплеме,  пулăшма вĕрентет,  халăхсен  хушшинчи туслăха  тата  та çирĕплетме  пулăшать.