Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 9 класра килти вулав урокĕ иртрĕ. Урокра хамăр ентешĕмĕр, Аслă Чемен ялĕнче çуралса ýснĕ Иван Медведев çырнă «Капитан арăмĕ» калавпа паллашрăмăр.
Калавра çамрăк çемьен телейлĕ пурнăçĕ ĕçке пула арканнине çутатса панă.
Капитанăн çар тивĕçне пурнăçласа çемйирен уйрăлма тивет, çирĕмри арăмĕпе çулталăкри ывăлĕ ялта тăрса юлаççĕ. Виçĕ çул хушши килне çитсе курма май тупаймасть капитан. Даша, хĕрарăм тасалăхне упраса пурăнма шантарнăскер, упăшкине вăрçăра çухатнине тýсеймесĕр ĕçке ернĕ хĕрарăмпа çыхланса каять, ĕçкĕ серепине çакланать. Упăшкине кĕте-кĕте те шанчăкне çухатнă вăл. Пĕчĕк Женьăна та пăхмасть, выçăллă-тутăллă усрать «çýçĕ сýс пек чăлханнă, эрни-эрнипе урăлмасăр ĕçнипе пит-куçĕ шыçăнса кайнă хĕрарăм». Капитан яла таврăнсан çак ýкерчĕке курать те ывăлне илсе тухса кайма, арăмне пăрахса хăварма шутлать. Анчах ачи амăшĕсĕр ниçта та каймассине, амăшне питĕ хытă юратнине калать. Мăшăрĕ те куççуль витĕр ýкĕнсе касару ыйтать. Кун пек пулса тухнишĕн хăйĕн те айăпĕ пуррине ăнланать капитан, арăмне каçарать. Анчах Дашăн çав каçхинех çаварĕнчен юн пĕрĕхме тытăнать, ăна больницăна илсе каяççĕ, анчах çăлса хăвараймаççĕ. Пĕвер церрозĕ пулнă ун. Ача чухне вăл сарă чирпе –гепатитпа чирленĕ пулнă. Халĕ вара пĕр вĕçĕм эрех ĕçни çак чире амалантарса янă, ĕçке ярăннăскер вăхăтра сипленмен.
Çакăн пек трагеди патне илсе çитернĕ ĕçкĕпе айкашни. Даша çирĕм тăваттăрах сивĕ тăпрапа витĕнет. Тăваттăри тĕпренчĕкĕ вилнĕ амăшне пĕчĕк аллисемпе ыталаса куçне уçма тархасланине куççульсĕр вулама çук.
Çитĕнсе çитнĕ ывăлĕ вилтăпри патĕнче тăнă чух сăн ýкерчĕк çинчи амăшĕн куçĕсем ăна çапла каланăн туйăнаççĕ: «Каçар мана, юратнă ывăлăм Турă панă сывлăхăра яланах упраса пурăнăр. Сывлăх çыннăн чи хаклă тупри, çутă тĕнче ытамĕнче тытакан асамлă вăй-хăват».
Пирĕн те çакна ăша хывса пурăнасчĕ, киревсĕр йăларан айккинче тăрасчĕ.