Районта "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акци пырать. Çак акцисен планĕсемпе килĕшỹллĕн Аслă Чементи вăтам шкулта ноябрӗн 17-мӗшӗнче 3-мĕш класра вĕренекенсемпе Лысова А.Ф. шкул музейĕнче «Паттăрсем пирĕн хушăрах» ятлă урок-экскурси ирттерчĕ. Альбина Федоровна хамăр тăрăхри ял историне, пирĕн шкулăн аталану тапхăрĕсене, Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене, Афганистанпа Чечен республикисенче мирлĕ халăхăн пурнăçне сыхлакансене халалласа уçнă стендсемпе паллаштарчĕ. Хальхи мирлĕ вăхăтра та паттăрлăх кăтартма пулать иккен. Шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă çамрăксем çĕр шывăн тĕрлĕ кĕтессисенче хăйсен ĕçĕсемпе вĕренекенсемшĕн тĕслĕх пулса тăчĕç. Ачасем ял паттăрӗсем пек пулас тесен спортпа туслă пулма шантарчӗç. Çакăн пек уроксене ирттерни ачасемшĕн усăллă та интереслĕ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Большечеменевская средняя общеобразовательная школа» Батыревского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих