Ĕҫ ҫынни ҫулталăкне халалланă ыйтусене хуравламалли ăмăрту

   Раштавăн 6-мĕшĕнче Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекен 6-7 класенчи ачасен хушшинче  ĕҫ ҫынни ҫулталăкне халалланă ыйтусене хуравламалли ăмăрту иртрĕ. Ачасене тĕплĕнрех шухăшлама вĕрентес, пуплевне аталантарас тĕллевпе иртрĕ вăйă. Латышева Н.А. чи малтан чăвашсен йăли-йĕрки ҫинчен каласа пачĕ. Икĕ ушкăнра вăй виçрĕç ачасем. Питĕ хастар хутшăнчĕç. 7-мĕш класра вĕренекенсем чи маттуррисем пулчĕç. 6-мĕшсем вара  иккĕмĕш  вырăнта.