Мĕн вăл коррупци, мĕнле унпа кĕрĕшмелле?

    Аслă Чементи вăтам шкулта тĕрлĕрен мероприятисем иртеҫҫĕ. Акă раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче тăххăрмĕш класра вĕренекенсемпе класс ертÿҫи, коррупци ҫинчен тĕплĕнрех каласа парас тĕллевпе, «Мĕн вăл коррупци, мĕнле унпа кĕрĕшмелле?» темăпа калаҫу иртерчĕ. «Раштавăн 9-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери коррупципе кĕрешмелли кун», - тесе пĕлтерчĕ. Коррупци мĕнле пуҫланса кайни ҫинчен кăштах каласа пачĕ. Шкул ачисем коррупци мĕншĕн аталанни ҫиччен хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕҫ, унпа мĕнле кĕрешмелли мелсене пăхса тухрĕҫ. «Коррупци вăйлă, анчах унпа кĕрешме пулать», - тесе пĕтĕмлетÿ турĕҫ.