Ҫак тӗлӗнтермӗш истори 50 ҫул каялла: аякри Иркутск облаҫӗнче пуҫланнӑ. 1967 ҫулхи январӗн 19 – мӗшӗнче ҫил – тӑманлӑ ҫанталӑкра самолет Чунский районтан аякра вырнаҫнӑ лесхозран халь –халь ҫуратакан хӗрарӑма тӗп больницӑне илсе ҫитернӗ. Врачсем ҫав тери тӑрӑшнӑ пулсан та: Зинаида Андреевна Алешевана ҫӑлса хӑварма май килмен. Ку ҫеҫ те мар: тин ҫуралнӑ йӗкӗрешсенчен пӗрин: арҫын ачан та пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хӗрачан вара пурӑнас кунӗсем пулнӑ: ӑна Иркутск хулинчи ачасен ҫуртне ӑсатнӑ. Аленӑсӑр пуҫне тата виҫӗ ывӑл: Валера: Миша тата Андрей амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫемье пуҫӗ: Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Леонид Васильевич Алешев «Чунский» лесхозри «Тайшетлес» комбинатра лесник пулса вӑй хунӑ. 1968 ҫулхи февралӗн 10- мӗшӗнче ҫемьене тепӗр пысӑк хуйхӑ йӑтӑнса аннӑ: 39 ҫулхи Леонид Васильевичӑн чӗри йывӑр чире пула тапма чарӑннӑ. Ӑна пытарма пырсан: виҫӗ арҫын ачана асламӑшӗ: Мария Алексеевна тата ашшӗн тетӗшӗ Анатолий Васильевич аякри Чӑваш Ене: Аслӑ Чемене илсе килнӗ.
Унтанпа нумай ҫул иртнӗ. Ачасене пӑхса ӳстерме ялти пӗтӗм тӑванӗ пулӑшнӑ. Аслисем: Валерӑпа Миша ӳссе ҫемьеллӗ пулнӑ. Валера Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнче: Миша Хакасинче ҫемьисемпе пурӑнаҫҫӗ: кӗҫӗнни Андрей вара 15 ҫулта чухне хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Алена ҫинчен тӑванӗсем нихӑҫан та манман. «Жди меня» передачӑна темиҫе хутчен те ҫырнӑ: ҫапах та унта лекме питех те йывӑр пулнӑ: кӑҫалхи ноябрь уйӑхӗнче тинех: Валера передачӑра тухса калаҫнӑ. Икӗ сыпӑкри аппӑшӗ: «Чебоксарские новости» хаҫатра корректор пулса ӗҫлекен: ЧР Культура Тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ З. Никитина вара 2016 - ҫулхи апрель уйӑхӗнче Иркутск облаҫӗнчи «Чунский вестник» тата «Время» хаҫатсене йӑмӑкне шыраса тупма пулӑшма ҫыру ҫырнӑ. Пӑр чӑнахах та хускалнӑ вара! Ҫур ӗмӗр иртсен Алена тупӑннӑ.
2 январьте Аленӑна Канаш станцийӗнче Шупашкарти: Ульяновскри: Улатӑрти: Аслӑ Чементи тӑванӗсем кӗтсе илнӗ. 3 январьте вара: Аслӑ Чементи Алешевсен килӗнче аякри тӑванпа тӗл пулнине курма: савӑнӑҫа пайлама тӑванӗсем: кӳршӗ – аршӑ пуҫтарӑнчӗ. Тӑвансене саламлама «Чемен» фольклор ушкӑнӗ килсе ҫитрӗ: чӑвашла: вырӑсла юрӑсем шӑрантарчӗ: вӑл шутра – Аленӑпа Валерӑн ашшӗн юратнӑ юрри «Под крылом самолета» та пулчӗ. Пухӑннисен умӗнче ял пуҫлӑхӗ Г. Медведев та тухса калаҫрӗ.
Тӗлӗнмелле тӗлпулӑва Чӑваш телевиденийӗ январӗн 9 – мӗшӗнче кӑтартрӗ.
Мӑшӑрӗпе (вӑл строитель пулса ӗҫлет) Алена 32 ҫул килӗштерсе пурӑнать. Вӗсен Таня хӗрӗсӗр пуҫне 7 ҫулхи Катя мӑнукӗ тата 30 ҫулхи Женя ывӑлӗ пур. Женя Находка хулинче строительство ӗҫӗсен мастерӗ пулса ӗҫлет.
Чӑваш Республикинче Аннепе Атте ҫулталӑкӗ пуҫламӑшӗнчех ҫемьере йыш хушӑннинчен лайӑхраххи мӗн пур-ши тата! Январӗн 10 – мӗшӗнче: каҫхинеАленӑна тӑванӗсем Ангарска ӑсатса ярӗҫ. Тӑвансен ку тӗлпулу юлашки марри пӗрре те иккӗлентермест. Ҫимӗке Алена Юшина тепӗр хут килме сӑмах пачӗ: Чӑваш Ен ҫав тери илемлӗ: кунта климат лайӑх пулнине палӑртрӗ: пурӑнма килме те хирӗҫ маррине каларӗ: хӑй патне хӑнана йыхравларӗ. Хӑйне ҫакӑн пек ӑшӑ кӗтсе илнӗшӗн савӑннине тата тӗлӗннине пытармарӗ телейлӗ хӗрарӑм.