Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул пулать. Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Аслă Чемен вăтам шкулӗнче 8 класс ачисемпе паллă поэта халалланă литература сехечӗ иртрӗ. Ачасем поэт пурнăçĕпе пултарулăхĕпе паллашрĕç, поэтăн хăш-пĕр сăввисене вуларĕç. Юлашкинчен Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине вĕрентекен вуласа пачĕ. Чаплă поэта халалланă литература сехетне «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăмахсемпе вĕçлерĕç.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Большечеменевская средняя общеобразовательная школа» Батыревского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих