Районта сывă пурнăç йӗркине пăхăнмалли акци иртет. Кашни ачан хăрушсăрлăх техникин йĕркисене çирĕп пăхăнмалли пирки тепĕр хут аса илчĕç Патăрьел районӗнчи Аслă Чементи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 4 класс ачисем. Пуш уйăхӗн 23-мӗшӗнче вĕсене класс ертÿçи А. Ф. Лысова электроприборсемпе пĕлсе усă курмаллине каласа ăнлантарчĕ. Ачасем электричество тус та, тăшман та пулнине ăнланчĕç. Тăваттăмӗшсем 10 «юрамасть» правило вĕренчĕç: розеткăран вилкăна кăларнă чух асăрханса туртса кăлармалла, электроприборсемпе усă курнă чух алă йĕпе пулмалла мар, юсавсăр техникăпа усă курмалла мар, усăнса аннă, татăлса аннă е çĕрте выртакан электропăралуксене тĕкĕнме юрамасть, трансформатор будки çывăхне пыни хăрушă, пăралук çине, электроприбор çине нимĕн те пăрахма юрамасть, йывăç çинче татăлса аннă пăралук пулсан çывăхма пымалла мар тата ытти йĕркесене те аса илчĕç ачасем хайсен вĕрентекенĕпе.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Большечеменевская средняя общеобразовательная школа» Батыревского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих