Чăваш чĕлхипе литература эрни пынă май ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Аслă Чемен вăтам шкулĕнче пиллĕкмĕшпе улттăмĕш класра вĕренекенсем хшшинче «Эпир маттур ачасем» уçă урок иртрĕ. Урок тĕсĕ: вăйă-ăмăрту мелĕпе вĕреннине аса илмелли хутăш урок.
Урокра туслăха ăс-хакăл вăййипе çирĕплетес, ушкăнпа ĕçлес туйăма çуратас, ачасен шухăшлавне тата пуплевне аталантарас тĕллевпе тĕрлĕ вăйăсем пулса иртрĕç: рифма тăрăх сăввине тупасси, глаголсем тăрăх хайлава палласа илесси, литература задачи, учитель вуланă сыпăкран сăнара пĕлесси, хайлаври сăнарсен мăшăрĕсене тупасси тата ытти те.
Вăйăра «Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн» девизпа ĕçленине кластер туса çирĕплетрĕç.