«Тавах сире, атте-анне!» сочиненисен конкурсĕ

   Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 5-11 классенче вĕренекенсем хушшинче ирттернĕ «Тавах сире, атте-анне!» темăпа çырнă сочиненисен конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Вĕренекенсем конкурса активлă хутшăнчĕç, хăйсен çывăх çыннисене мĕнлерех юратнине тата хисепленине палăртса тарăн шухăшлă сочиненисем çырчĕç. Уйрăмах Вахмистрова К., Ананьева А., Ежова Е., Иванова М., Узюкин А., Семенов С., Дубинина И., Тимошкина Ю., Разина О., Романова Л., Бахмисова Н. хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Вĕсене çывăх вăхăтрах хисеп хучĕсем парса чыс тăвĕç.