Чӳк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕ пуриншĕн те чуна çывăх пысăк уяв – АННЕСЕН кунĕ. Пĕчĕк ачашăн та, çитĕннисемшĕн те анне сăнарĕ пурнăçри синкерлĕхрен, киревсĕрлĕхрен упракан, чуна ăшăтса тăракан пирĕшти. Çак сумлă уява халалласа Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 5-11 классем хушшинче «Ытарайми анне сăнарĕ» темăпа сочиненисен конкурсĕ пулса иртрĕ. Тарăн шухăшлă, чуна пырса тивекен сочиненисем çырса хайсен пултарулăхĕсемпе савăнтарма пултарчĕç вĕренекенсем. Чи маттуррисене палăртса хăварас килет: Еремеева А., Абрамова А., Ежова А., Ежова Е., Дубинина И., Ананьева А., Ежов А. Саламлатпăр сире, яланах çакăн пек хастар пулăр!
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Большечеменевская средняя общеобразовательная школа» Батыревского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих