Чǎваш Республикин Пуҫлǎхĕн Олег Николаевǎн
йышǎнǎвĕпе 2021 ҫул – Сǎр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тǎвакансен ĕҫ
паттǎрлǎхне чысламалли ҫулталǎк. Аслǎ Аттелĕх вǎрҫи вǎхǎтĕнче тылри вǎй питти ҫынсене
окоп чавма илсе кйнǎ. Пирĕн асаннсем, мǎн асаннесем ун чухне ача-пǎча ҫеҫ
пулнǎ. Йывǎрлǎхсенчен хǎрамасǎр, шартлама сивве пǎхмасǎр, пĕтĕм вǎй-халне
шеллемесĕр вĕсем пысǎк та пархатарлǎ ĕҫ тунǎ.
Ҫак паллǎ пулǎма халалласа эпир те, Аслǎ
Чементи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вǎтам шкулта тĕрлĕ ĕҫсем тума тǎрǎшатпǎр.
Куравсем, паттǎрлǎх сехечĕсем иртеретпĕр. Акǎ сǎмахран, 3- 5 мĕш класра
вĕренекенсем, хушма пĕлÿ паракан сехетсенче, Сǎр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене
тума пуҫланǎранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа тыл паттǎрĕсем валли парне туса
хатĕрлерĕҫ.
Темĕн чухлĕ вǎхǎт иртнĕ пулсан та, пирĕн
ҫамрǎксен, ĕҫ паттǎрĕсене яланах асра тытасчĕ.