Аслă Чемен вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни пырать. Ҫавна май ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 9-мĕш тата 10-мĕш класс ачисем Букатов мелĕпе туслăх диктанчĕ çырчĕç.
Диктант
тĕллевĕ – тĕрĕс çырма, йăнăшсене тупма, пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕренесси,
культура шайне ӳстересси. "Пĕри пуриншĕн, пурте пĕриншĕн" девиза асра тытса
ачасем питĕ хастар ĕҫлерĕҫ. «4» тата «5» паллăсемпе хакларĕҫ хăйсен ĕҫĕсене.