Чăваш Республикин патшалăх символĕсем

Чăваш Республикин патшалăх символĕсем

      Апрель уйăхĕн 29-мĕшĕнче эпир кашни çулах Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне паллă тăватпăр. Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан граждансем Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсене хисеплеме тивӗҫ, мĕншĕн тесен патшалӑх символӗсем халӑхӑн ӑс-хакӑл мулӗ, патшалӑх сыхлакан тата упракан хаклӑран та хаклӑ пуянлӑх.

   Аслă Чементи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 5-мĕш класра тӑван патшалӑх символӗсене хисеплесси Чӑваш Республикинче пурӑнакан кашни ҫыннӑн патриотла тивӗҫӗ пулнине ӑнлантарас тӗллевпе «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем» уҫӑ урок иртрĕ. Чи малтанах ачасем «Чӑваш Республики» темӑпа хатӗрленӗ видероликпа, презентаципе паллашрĕҫ. «Тӑван ҫӗршыв» текст тăрăх тĕрлĕ хăнăхтару турĕҫ. Урока пӗтӗмлетсе викторина ыйтăвĕсем ҫине хуравларĕҫ. Ачасем пурте хастар ӗҫлерӗҫ. 

Фотогалерея