Юнлӑ вӑрҫӑ кунĕсем хыҫра юлнӑ пулин те, Сӑр тӑрӑхĕпе иртекен хӳтĕлев чиккин историне, тӑван халӑхӑмӑрӑн паттӑрлӑхне упраса хӑварасси пархатарлӑ ĕҫ тата кашнин тивĕҫĕ пулса тӑрать. Аслă Чемен шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни пынă май ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 7-мĕш класра «Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхĕ» темăпа класс сехечĕ иртрĕ. Ачасем хӳтĕлев чиккине тунă ҫĕре хутшăннă асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем кăтартнă паттăрлăх ҫинчен видеоролик пăхрĕҫ, аса илӳсемпе паллашрĕҫ. Халăх пурнăçĕн çак тапхăрне нихăçан та манмалла мар, хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă кашни çыннăн ятне астуса тăмалла тесе пĕтĕмлетӳ турĕҫ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Большечеменевская средняя общеобразовательная школа» Батыревского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих