Яковлев вулавĕсем

Яковлев вулавĕсем

Аслă Чемен вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 5-мĕш класра «Яковлев вулавĕсем» уҫă урок пулса иртрĕ. Ачасем И. Я. Яковлевăн «Ача-пăча калавĕсемпе» паллашрĕҫ, сӳтсе яврĕҫ. Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн кашни калавĕ ăса вĕрентсе каланине, воспитани парассине тĕпе хунине палăртса хăварчĕҫ.

Фотогалерея