Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ
− 2021» акци иртрĕ. Ӑна Чӑваш чӗлхи
кунне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне
туса хунӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланă. Вӗренӳ институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх,
акцин тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин
пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Задачисем ҫаксем тесе палӑртнӑ: тӗнчере
тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тӑван чӗлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те
ҫуккине тепӗр хут аса илтересси; чӑвашла ҫырма
пӗлнине тӗрӗслесси; чӑвашла пӗлекен
кашни ҫынна хӑй тӗрӗс ҫырма пултарнине тӗрӗслеме май туса парасси.
Ҫак акцие Аслă Чемен шкулĕнче вĕренекенсем хастар
хутшăнчĕҫ. Пурĕ 28 ача чăвашла ҫырма пĕлнине тĕрĕслеме кăмăл турĕ. Латышева
Ульяна, Васильев Данил, Васильев Дмитрий, Салмина Евгения, Абрамова Ангелина, Ежова
Анастасия, Селиверстрова Кристина, Ежова Екатерина, Албуткина Регина, Миронская
Татьяна, Зотова Ольга чи тĕрĕс ҫырма пĕлекен вĕренекенсем пулни палăрчĕ.