Хура пилеш – усăллă ҫимĕҫ

Хура пилеш – усăллă ҫимĕҫ
Селиверстрова Э.И.

 Аслă Чемен вăтам шкулĕнче «Сывă пурнăҫ йĕрки» акципе килĕшӳллĕн тĕрлĕ ĕҫ пулса иртет.

Чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче 5- мĕш класра вĕренекенсем чăваш чĕлхи урокĕнче «Хура пилеш» ятлă асăрхаттару диктанчĕ ҫырчĕҫ. Диктант ҫырнă май хура пилешре сывлăхшăн усăллă йод, С витамин, сахăр, органикăллă кислотасем нумай пулнине пĕлчĕҫ. Хура пилешпе халăх медицининче анлă усă кураҫҫĕ иккен. Хура пилешпе врачсем юн пусăмĕн чирĕпе аптăрасан, юн ҫаврăнăшĕ нормăран пысăк пулсан усă курма сĕнни те ҫĕнĕлĕх пулчĕ ачасемшĕн.