Хамǎр тǎрǎхран тухнǎ паллǎ ҫынсем ҫырнǎ кĕнекесен куравĕ

Хамǎр тǎрǎхран тухнǎ паллǎ ҫынсем ҫырнǎ кĕнекесен куравĕ

2022 çул – Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ. Кашни кĕтес хăйĕн пултаруллă та маттур çыннисемпе пуян. Поэт е ҫыравҫǎ и вăл, вĕрентекен-и, сутуçă-и… Тĕрлĕ профессинче палăраççĕ вĕсем. Пирĕн тăван ял тǎрǎхĕнче те çакăн пек ӑслӑ-тӑнлӑ, пултаруллӑ çынсем пур паллах. Ку вара, чăннипе те, савăнтарать.

Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗн программине тĕпе хурса, Аслǎ Чементи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вǎтам шкулти вулавǎшра, хамǎр тǎрǎхран тухнǎ паллǎ ҫынсем ҫырнǎ кĕнекесен куравĕ йĕркеленĕ. Вĕренекенсем ҫак кĕнекесене илсе вулама, авторсен пултаруллǎхĕсемпе паллашма пултараҫҫĕ.