Чи пысăк пуянлăх вăл – сывлăх

Чи пысăк пуянлăх вăл – сывлăх. Шел пулин те, юлашки вăхăтра чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Шăпах çак актуаллă темăпа 6-мĕш класра вĕренекенсемпе сывлăх çинчен калаçу ирттеретĕмĕр. Сывлăх пулсан – çын ĕçлет те, вĕренет те, савăнать те… Пирĕн сывлăх пирĕн алăра пулнине, ăна çамрăкран упрамаллине ҫирĕплетсе вĕренекенсем çапла пĕтĕмлетÿ тума пултарчĕҫ: спортпа туслă пулмалла, телевизор умĕнче нумай лармалла мар, ытларах хускану тумалла, шывпа туслă пулмалла, эрех-сăра ĕçмелле мар, пирус туртмалла мар, уçă сывлăшра ҫӳремелле, кун йĕркине пăхăнса тăмалла, сиенлĕ йăла-йĕркесемпе усă курмалла мар, ирхине вăхăтра тăмалла, каçхине вăхăтра выртмалла, организмшăн кирлĕ те усăллă апат çимелле. Карас телефонĕпе шкулта мĕнле усǎ курмаллине тепĕр хут аса илтĕмĕр, компьютерпа мĕн чухлĕ лармаллине те пǎхса тухрǎмǎр.