Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Большечеменевская средняя общеобразовательная школа» Батыревского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих
Ваттисен сăмахĕсем – ăслă, тарăн шухăшсем
Селиверстрова Э.И.
Ваттисен сăмахĕсем — ламран лама куçса пыракан
сăнарлă сăмахсем. Вĕсем шухăша кĕскен, çивĕччĕн те ытарлăн палăртаççĕ. Ваттисен сăмахĕсенче халăхăн
кун-çулĕ, ăс-хакăлĕ, шухăшлавĕ, тĕнчекурăмĕ ӳкерĕннĕ.
Тăван чĕлхе кунне халалласа 11-мĕш класра «Ваттисен сăмахĕсем – ăслă, тарăн
шухăшсем» темăпа килти вулав урокĕ иртрĕ. Ачасем ваттисен сăмахĕсен шухăш
тарăнлăхне тишкерчĕҫ, кĕске сăмахпах нумай калама пулнине палăртрĕҫ. Вырăнлă
каланă ваттисен сăмахĕ
пирĕн пуплеве сăнарлă тăвать, вулаканăн е итлекенĕн асĕнче юлать, пуплеве
пурнăç чăнлăхĕпе тачă çыхăнтарать тесе пĕтĕмлетӳ турĕҫ.