Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Большечеменевская средняя общеобразовательная школа» Батыревского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих
Упрар тăван чĕлхемĕре!
Селиверстрова Э.И.
Чăваш чĕлхи пире чăваш пулма кирлĕ. Чăваш çĕр-шывне
чăвашла хастарлăхпа юратса аталантарса пыма кирлĕ.
Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Аслă Чемен вăтам
шкулĕнчи 9-мĕш класра тăван чĕлхе кунне халалласа «Упрар тăван чĕлхемĕре»
темăпа чăваш литератури урокĕ иртрĕ. Вĕрентекенпе пĕрле ачасем паллă ҫынсем
тăван чĕлхе ҫинчен каланă цитатăсемпе паллашрĕҫ. Кăмăла кайнă сăмахсене
ҫыра-ҫыра илчĕҫ, сӳтсе яврĕҫ. «Кашни ачара, кашни çынра наци мăнаçлăхĕ
пулмалла, хамăр чăваш пулнине туйса тăмалла, Вара эпир чăн-чăн патриотсем пулăпăр,»-
тесе пĕтĕмлетрĕҫ ачасем урока.