Аслӑ патриарх кун-ҫулӗн йӗрӗпе
Ака уйăхĕн 18 – мĕшĕнче Аслă Чемен вăтам шкулĕнче чăваш
чĕлхи эрни пуҫланчĕ. Ҫавна май 5-8 классенче «Аслă патриах кун-ҫулĕн йĕрĕпе»
вăйă ҫулҫӳрев иртрĕ. Вĕренекенсем И. Я. Яковлев
кун-çулĕпе творчествине тĕпчеме тăрăшрĕҫ, Чĕмпĕр чăваш шкулĕн историйĕпе
интересленчĕҫ.
Чăваш
çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе, пуçарса янă çын Иван Яковлевич Яковлев пулнă. Вăл
чăваш историне тăван халăха çутта кăларас енĕпе улăпла ĕçсем тунипе кĕрсе юлнă.
Чăваш хресченĕсем И. Я. Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă
çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. «Чăваш
шкулĕ пирĕншĕн хĕвел вырăнне пулчĕ», «Чăваш шкулĕ хресчен куçне уçрĕ» тенисем
халичченех упранса юлнă. И. Я. Яковлев пурăннă тата ĕçленĕ вăхăтсем пиртен
инçете юлса пыраççĕ. Анчах та паллă çынсен ĕçĕсем тата ăслă шухăшĕсем кивелмеççĕ, вĕсем çамрăк ăрушăн питĕ çывăх тата питĕ кирлĕ
пулса тăраççĕ.