Асамлă тĕрĕ-ҫĕвĕ тĕнчинче
Тӗрӗ вӑл – чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри. Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет. Ĕлĕкхи тĕрĕсем пире халĕ те хăйсен илемĕпе тĕлĕнтереççĕ, савăнтараççĕ. Ытларах шурă пир çине тĕрленĕ. Çипписем çутçанталăкри тĕссене çывăх пулнă. Хӗрлӗ тӗс – юн, пурнӑҫ, ӗҫ. Симӗсси вара – ҫут ҫанталӑк. Сарӑ тӗс – хӗвел, телей. Шурӑ тӗс – чун тасалӑхӗ, ҫутӑ кун. Хура – ҫӗр тӗсӗ, халӑх вӑйӗ. Чăваш тĕррин уйрăмлăхĕ вăл – çип шутласа тĕрлени. Кашни çĕввĕн хăйĕн вырăнĕ пулнă, тĕрлĕ япала валли тĕрлĕ çĕвĕпе усă курнă.
Аслă Чемен шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни пынă май ака уйăхĕн 19 - мĕшĕнче вĕренекенсене чăваш тĕрри-ҫĕввипе паллаштарас тĕллевпе «Асамлă тĕрĕ-ҫĕвĕ тĕнчинче» ăсталăх урокĕ иртрĕ. Ачасем хăйсене килĕшнĕ ҫĕвĕсене тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа хут ҫине ӳкерчĕҫ, чǎваш тĕрри кǎткăс, илемлĕ, тăпǎл-тăпǎл тата хǎйне евĕрлĕ пулнине палăртрĕҫ. Хăйсем ӳкернĕ эрешсемпе чăваш чĕлхи тетрачĕсене илемлетрĕҫ.