Мăн кун - пасха

Мăн кун - пасха
Селиверстрова Э.И.

   Мăн кун – авалхи чăваш календарĕнче çулталăка пуçласа яракан пĕрремĕш кун пулнă. Каярахпа вăл вырăссен «пасха» уявĕпе тӳр килнĕ.

  Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекенсем чăваш чĕлхи эрни пынă май Мăн кун уявĕн йăли-йĕркипе тĕплĕнрех паллашрĕҫ, ĕлĕкхи ача-пăча вăййисене вылярĕҫ, ҫăмарта та кустарчĕҫ. Чăваш эрешĕсемпе хутран касса кăларнă ҫăмартасене илемлетрĕҫ. Урока пĕтĕмлетсе викторина ыйтăвĕсене хуравларĕҫ.