Аслǎ Чементи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вулавǎшра «Чǎваш тĕрри – халǎх мерченĕ» курав йĕркеленĕ. Кураван тӗп тӗллевӗ – чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, уйрӑмах тӗррине упраса хӑварасси тата ҫак ӗҫе ҫитӗнекен ӑрӑва явӑҫтарасси. «Чӑваш тӗрри – халӑх мерченӗ» экспозици кашни кураканӑн чунне пуянлатать, тарӑн йĕр хӑварать. Тахçанах манăçа тухнă йăла-йĕркесене çĕнĕрен чĕртсе ярас тесе вĕренекенсем чăваш тĕррин историйĕпе паллашĕҫ, унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен пĕлĕҫ. Ҫакǎ ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван культура патне туртӑнтарма пулӑшӗ.
Латышева Н.А.