Тӑван халӑха ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев пирӗн ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ пур тенӗ. Ӑҫтан тупӑннӑ-ши несӗлсен ҫавӑн чухлӗ пуянлӑх? Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку халӑх хӑйӗн йӑли-йĕркине ҫирӗппӗн пӑхӑнса упранинчен килнӗ. Тӗрӗ вӑл – чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри. Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет. Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕ – Чăваш тĕрри кунĕ. Çак куна халалласа район шайĕнче иртекен конкурса хутшǎнас тĕллевпе Аслǎ Чементи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 7–мĕш класра вĕренекенсем хǎйсен аллисемпе салфетка тĕрлерĕҫ. «Эпир тӗрлӗрен, анчах пурте пӗрле» тесе ят пачĕҫ ачасем хǎйсен ĕҫне.
Латышева Н.А.