Сурхури уявне паллӑ турĕç

Сурхури уявне паллӑ турĕç

    Сурхури - авалхи  чӑваш уявӗ. Ӗлӗкрех ӑна кун ӳсме пуҫласан ирттернӗ. Сурхурие ытларах яш-кӗрӗм, ача-пӑча хутшӑннӑ. Аслӑ Чементи вӑтам шкулти "Овация" театр кружокне çÿрекенсем, ялти библиотека ертÿçи Л.Н.Ежова пулӑшса пынипе  Сурхури  праçникне паллӑ турĕç. Кружока çÿрекен ачасен ашшĕ - амăшĕсем Н.В. Матросова, Е.А. Сюзюкина тата В.Н. Фролов уява ирттерме хутшăнни питĕ кăмăллă пулчĕ. Килӗрен киле ҫӳресе уяв йӑлисене кӑтартнӑ май, ачасемпе аслисем Сурхури сӑввисене каларĕç, юрларĕç, такмак каласа ташларĕç, юмӑҫ ячĕç, вăйăсем выляттарчĕç. Вутӑ  шутласа мӑшӑрлӑ е мӑшӑрсӑр ирттерессине палӑртрӗҫ, хӑшпĕр килте ÿркенмесĕр витене тухса сурăхсене урисенчен тытрĕç. Çакăнтан пулса кайнă та уяв ячĕ. Шурă сурăх – çутă, хури – тĕттĕм çӳçлĕ мăшăр пуласса систернĕ. Хуçасен виçĕ картара виçĕ тĕслĕ выльăх тытмалла пултăр, чун çумне чун хушăнса пытăр тесе урайне пӑрçа сапрĕç ачасем. Ырă хуçасем Сурхури ачисене ăшшăн кĕтсе илчĕç, йăвапа, кукăльпа, канфет - печенипе, мăйăрпа, хĕвел - çаврăнăшпа  сăйларĕç. Кивĕ çĕнĕ çулта ялти культура çуртĕнче уяв ирттерме пуçтарăннă ял - йыша  та Сурхури уявне кăтартса пачĕç вěсем. Клуб ертÿçи В. Н.Фролов мăшăрĕпе, пухăннисем ачасене хыттăн алă çупса кĕтсе илчĕç, ĕлĕкхи йăлана манманшăн тав турĕç.

Кошелева Н.В.