И Я. Яковлев калавĕсем

И Я. Яковлев калавĕсем
Селиверстрова Э.И.

   Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Аслă Чемен вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ.  И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине палăртса 5 класра вĕренекенсем аслă вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, калавĕсене вуларĕç. Хăйсене килĕшнĕ калавсене сӳтсе яврĕç, пахалăхне хакларĕç. И.Я. Яковлев калавĕсем ĕçе юратма, чăнлăха мала хума, çынпа ырă пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентине палăртрĕç.