Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Большечеменевская средняя общеобразовательная школа» Батыревского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих
Чăваш сурпанĕ
Селиверстрова Э.И.
Аслă Чемен вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе
литература эрни пырать. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче 6-мĕш класра «Чăваш сурпанĕ» ăсталăх
урокĕ иртрĕ. Урокра ачасем чăваш сурпанĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлчĕç, тыта-тыта
пăхрĕç. Сурпан – ансăр тата вăрăм пир тăрăхĕ, унăн икĕ вĕçне те тĕрлесе,
тĕрлĕрен хăю çĕлесе илемлетнĕ. Сурпана хĕрарăмсем сырса çӳренĕ. Чылай халăхăн
йăлипе хĕрарăмăн туй хыççăн çӳç кăтартса çӳреме юраман. Авалхи чăвашсен тĕррине «çыруллă» теççĕ. Кашни
çĕвви, эрешĕ мĕне те пулин пĕлтерет. Тĕрĕсем тĕлĕнмелле хитре, хăйне евĕрлĕ
пулнă. Чăваш наци çи-пуçĕ, тĕрри-çĕвви çинчен калакан кĕнекесене тишкернĕ хыççăн
ачасем тĕслĕ хутсемпе усă курса сурпан ĕлкине турĕç. Тăрăшса та хавхаланса ĕçлерĕç, ĕçленĕ май чăваш халăх юррисене итлерĕç.