Çамрăксем сывă пурнăҫ йĕркишĕн!
Аслǎ Чементи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Çамрăксем сывă пурнăҫ йĕркишĕн!» акцие хутшăнса, тĕрлĕ мероприятисем иртеҫҫĕ. Чÿк уйǎхĕн 14-мĕшĕнче 8 – мĕш класра вĕренекенсемпе класс ертӳҫи «Çамрăксем сывă пурнăҫ йĕркишĕн!» темǎпа калаҫу иртерчĕ. Сывлăх пурнăҫра чи кирли. Кăна пурте пĕлетпĕр. Апла пулсан, пирĕн сывлăх хамăр алăра. Çавăнпа йăлана кĕнĕ пек сыхлав йĕркисене пăхăнмалла: тĕрĕс апатланмалла, сыхлав упражненийĕсене куллен тумалла, виҫеллĕ уҫă сывлăшра пулмалла, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пымалла. Пысăк температура пулсан, сăмса тулса ларсан пĕр тăхтаса тăмасăрах тухтăр патне каймаллине ăнланаççĕ ачасем. Саккǎрмĕш класра вĕренекенсем сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăнаҫҫĕ, малашне те ҫав йĕркине ҫирĕп тытса пырасса шантарчĕҫ. Кăсăк калаҫăва вĕҫлесе ачасем сывлăха сыхлани хамăршăн тесе ҫирĕплетрĕҫ.