Чǎваш тĕрри – халǎх мерченĕ

Чǎваш тĕрри – халǎх мерченĕ

      Чÿк уйǎхĕн 26-мĕшĕ Чǎваш тĕрри кунĕ, ҫак куна шута илсе Аслǎ Чементи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вулавǎшра ачасене наци культурипе йӑли-йӗркине тата Чӑваш Ен культурине хаклама, упрама вӗрентес, чӑваш тӗррин илемӗпе хавхаланса ӳстерес тĕлĕшпе «Чǎваш тĕрри – халǎх мерченĕ» курав йĕркеленĕ.

      Куравра ачасем, чӑваш тӗрри мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен пĕлме пултараҫҫĕ. Тӗрӗ вӑл – чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри. Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет. Тӗрӗҫӗн кашни ҫӗвви, эрешӗ мӗне те пулин пӗлтерет-ҫке! Сарӑ тӗс – хӗвел, телей. Шурӑ тӗс – чун тасалӑхӗ, ҫутӑ кун. Хура – хура халӑхӑн ҫӗр тӗсӗ, халӑх вӑйӗ. Вырӑссен паллӑ тӗпчевҫи П.Паллас чӑваш тӗрри ҫинчен ҫапла каланӑ: «Кӑвак, хӗрлӗ, хура тӗссемпех тӗлӗнмелле тӗрӗ тӑваҫҫӗ».