"Обережная вышивка чуваш" конкурса пӗтӗмлетӳ тунӑ ҫӗре ҫитсе куртǎмǎр

"Обережная вышивка чуваш" конкурса пӗтӗмлетӳ тунӑ ҫӗре ҫитсе куртǎмǎр

Чӑваш тӗрри - халӑх пуянлӑхӗ. Чӑваш тӗрри кунӗ умӗн чÿк уйǎхĕн 25-мĕшĕнче Аслǎ Чементи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 8-мĕш класра вĕренекенсем Патӑръелӗнчи ача-пӑча ӳнер шкулӗнче чӑваш тӗррин кунӗ ячӗпе ирттернӗ "Обережная вышивка чуваш" конкурса пӗтӗмлетӳ тунӑ ҫӗре ҫитсе курчĕҫ. Йĕркеленĕ ĕçсен тĕп тĕллевĕ чăваш культурине аталантарасси, мăн асаттесен туприне - чăваш тĕррине - упраса хăварасси, тĕрĕçĕсен ăсталăхне малалла та аталантарасси, ҫамрӑксене явӑҫтарасси. Ку çӗнӗ уяв виҫҫӗмӗш хут кăна иртет пулин те çамрǎксем унпа питӗ кăсăкланни сисӗнет. Конкурса хутшǎнса пĕрремĕш вырǎн йышǎннисене хисеп хучĕсем парса чысларӗҫ. Ачасем пултаруллӑ ӑстасен ӗҫӗсене курса савӑнчĕҫ. Чӑн-чӑн уяв пулчӗ пирӗншӗн, мероприяти ҫӳллӗ шайра иртсе кайрӗ.