Чǎваш енре 2024 ҫул - Экологи культурин тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курнин ҫулталǎкĕ.

Чǎваш енре 2024 ҫул - Экологи культурин тата  ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курнин ҫулталǎкĕ.

      Чǎваш енре 2024 ҫул - Экологи культурин тата  ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курнин ҫулталǎкĕ. Тăван тавралăх пире хăй илемĕпе яланах тыткăнлать. Вăл таса пултăр тесе пирĕн тăрăшмалла. Пире илĕртекен тирпĕй-илем хăйпе-хăй килмест, уншăн пурин те чунпа çунмалла, вăй хумалла. Ҫавна май Аслǎ Чементи вǎтам шкулти вулавǎшра кӗнеке куравне йӗркеленӗ. Куравра кӑтартнӑ кӗнекесем ҫутҫанталӑкӑн тӗрлӗ пуянлӑхне кӑтартаҫҫӗ, сайра тӗл пулакан чӗрчунсемпе ӳсентӑрансем ҫинчен калакан информацие тытса тӑраҫҫӗ. Курав таврари тӗнче ҫинчен пӗлӗве тарӑнлатма, пирӗн ҫӗр, вӑрмансем, юханшывсем, кӳлӗсем – упрамалли тата сыхламалли хӑйне евӗрлӗ мул пулнине кӑтартса пама пулӑшӗ. Ҫутҫанталǎка упрасси – пирĕн тивĕҫ пулнине манар мар!