Апрелĕн 25–мĕшĕ
- Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркеленĕ И.Я. Яковлев çуралнă. Иван
Яковлевич Яковлев - чӑваш ҫырулӑхне шухӑшласа кӑлараканӗ, халӑх верентӗвӗн
ертӱҫи, чӑваш фольклорӗн тӗпчевҫи, букварьсемпе чӑваш кӗнекисен авторӗ,
тӑлмачӗ, пӗрремӗш чӑваш ача-пӑча писателӗ, литература хаклавҫи, хаҫат тата
журнал ӗҫлӗхлӗ корреспонденчӗ. Çавӑн пекех вӑл ют чӗлхерен чӑваш чӗлхине нумай
кӗнеке куҫарнӑ. И.Я. Яковлев ҫырнӑ илемлӗ хайлавӗсем мӗн пӗчӗкрен ачасене
ашшӗ-амӑшне, ваттисене хисеплеме, юратма, тимлӗх уйӑрма вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи
эрнин шайӗнче шкул вулвǎшĕнче çăмрăк вулакансем валли кӗнеке куравӗ уçăлчӗ.
Кунта кашниех Аслă Вĕрентекенĕмĕрӗн кун-çулӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе паллашма пултарӗç, ҫавна
май тата шкул ачисем Иван Яковлев калавĕсем тǎрǎх ӳкерчĕксем те турĕҫ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Большечеменевская средняя общеобразовательная школа» Батыревского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих