Аслӑ патриарх кун-ҫулӗн йӗрӗпе
Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче пĕтĕм чăваш халăхĕ чăваш
чĕлхи кунне уявлать. Ҫак кун чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе, пуçарса янă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Ҫавна май Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра
«Аслă патриах кун-ҫулĕн йĕрĕпе» темăпа урок иртрĕ. И. Я. Яковлев чăваш историне тăван халăха çутта кăларас енĕпе
улăпла ĕçсем тунипе кĕрсе юлнă. Чăваш хресченĕсем И. Я. Яковлева «çутта
кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн
ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. «Чăваш шкулĕ пирĕншĕн хĕвел вырăнне пулчĕ»,
«Чăваш шкулĕ хресчен куçне уçрĕ» тенисем халичченех упранса юлнă. И. Я. Яковлев
пурăннă тата ĕçленĕ вăхăтсем пиртен инçете юлса пыраççĕ. Анчах та паллă çынсен
ĕçĕсем тата ăслă шухăшĕсем кивелмеççĕ, вĕсем çамрăк
ăрушăн питĕ çывăх тата питĕ кирлĕ пулса тăраççĕ.