Ҫамрӑк корреспондентсен слетӗнче

Ҫамрӑк корреспондентсен слетӗнче

        Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче "Хыпар" издательство ҫурчӗ ҫамрӑк корреспондентсен слетне иртерчӗ. "Тетте" журналăн 30 ҫулне паллӑ тума Аслӑ Чементи вӑтам шкулта вӗренекенсене: Капитонова Лидия, Латышева Ульяна, Макарова Ангелинӑна та чӗннӗ. Ачасем чӑваш енри пӗтӗм ҫамрӑк корреспондентсемпе пӗрле хатӗрленӗ ӑсталӑх класӗнче хутшӑнчӗҫ. Вӗсем журналистикӑра пӗрремӗш утӑмсем ҫеҫ тӑваҫҫӗ, ҫавӑнпа та малалла ҫитӗнӳсем тӑвасса шанатпӑр!