Тӗп хулари пĕр кун

Тӗп хулари пĕр кун

      Ҫу уйĕхĕн 22-мĕшĕнче Аслǎ Чемен вǎтам шкулĕнче вĕренекен 7-8-мӗш классем Шупашкара кайса "Тӗп хулари пĕр кун" проекта пурнӑҫларӗҫ.    

    Хӗрӗхмӗш шкулта хӑнара пултӑмӑр. Шкул активисчӗсем пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ! "Тӑван Ҫӗршыв Ывӑлӗсем" музей тӑрӑх экскурси иртерчӗҫ, ҫавӑн пекех шкулӑн тӗп проекчӗсемпе паллаштарчӗҫ.

     Кӑнтӑрла иртсен тӗп хулан илемлӗ вырӑнӗсене ҫитсе куртӑмӑр, нумай ҫӗнни пӗлтӗмӗр. 

     Тулли кӑмӑлпа каялла тӗрӗс-тĕкел таврăнтăмӑр.